Ăспуç аллегорийĕ Тициан. Çÿлте çапла ăнлантарнă: «Иртни çине таянса çын паян, пуласхишĕн ăнтăлса, ăспуçпа пурăнать»[1]
Ăспуç — харкамлăхăн, ушкăнăн палли, палăрăмĕ; ырлăх, телей тупас тесе мелсемпе меслетсене эффективлăн усă курма пулăшать. Платон ăна кардиналлă кирлĕлĕхсен шутне кĕртнĕ[2][3]; вăл çичĕ кирлĕлĕхрен пĕри[3].