Бестсе́ллер (акăл.bestseller — «пуринчен лайăхрах сутăнакан») е хăвăрт каякан кĕнеке[1] — чи лайăх сутăнакан ят-йышне лекнĕ популярлă кĕнеке е тиражпа тухнă кăларăм (тĕслĕхрен, мусăк альбомĕ е компьютер вăййи).
«Бестселлер» термин тахçанах пулман — пĕрремĕш хут ăна 1889 çулта асăнни пур. Çакнашкал феномен, сăмахран, пичетленĕ кĕнеке тӳрех питĕ популярлă пулса тăни унчен те пулкаланă.
Бестселлер : [арх. 3 января 2023] // «Банкетная кампания» 1904 — Большой Иргиз. — М. : Большая российская энциклопедия, 2005. — С. 425. — (Большая российская энциклопедия : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 3). — ISBN 5-85270-331-1.