Гамби́т (итал. dare il gambetto — ура ларт}}) — шахматра тата шашкăра: дебютсен пĕрлехи ячĕ, пĕр енĕ (ытларах чухне шуррисем) хăвăрт аталантарса, центра ярса илсе е вăйăна çивĕчлетес тесе хăйĕн материалне (яланхилле пешкăна е шашкăна, çапах та хăш чухне çăмăл фигурăна) пани. Йышăннă гамбит (материала йышăннă), йышăнман гамбит (материала йышăнман) татаконтргамбит (материала илес вырăнне хăйĕнне парать).
Пĕрремĕш хут «гамбит» термина Р. Лопес 1561 çулта 1. e2-e4 e7-e5 2. Kg1-f3 f7-f6 3. Кf3:e5 (Дамиано гамбичĕ) шахмат дебютне панă.