Га́пакс (грек. ἅπαξ λεγόμενον — «пĕр хут çеç асăннăскер»[1]) — пĕр-пĕр текстсен корпусĕнче пĕр хут çеç асăннă сăмах. Калăпăр, боливар («уйрăм шлепке») — Пушкинăн гапаксĕ («Евгений Онегинра» çеç пĕр тĕлте тĕл пулать). Ку «гапакс» термин Библи тĕпчевĕсемшĕн кăтартуллă, унта темиçе çĕр унашкал сăмах тупса палăртнă[2].