Геотерма́лă çăлкуç (ав.гр. γαῖα, γῆ — çĕр тата θερμός — «ăшă, вĕри») — +20 °C температурăна çити вĕри çĕрай шывĕсем çĕр сийне тухни.
Активлă вулканизм районĕнчи вĕри çăлкуçсенчи шыва магмăран тухакан интрузи ăшăтать. Çапах та пур термаллă çăлкуçсем çавнашкал облаçсенче вырнаçман пулсан та, шыв конвекциллĕ циркуляципе ăшăнать — çĕр айне сăрхăнса анакан шывсем километр тарăнăшне çитсен çĕр хуппин геотермаллăх градиенчĕ витĕмĕнче ту тăправĕн температури пысăкланать, пĕрремĕш 10 км кашни километра 30 °C яхăн ӳссе пырать[1].
Авалтанпах вĕри çăлкуçсенче (рим, тбилиси термĕсем) чирсенчен сипленнĕ, медицинăри çак уйрăма бальнеологи теççĕ. Раççей территоринче паллă курортсем Белокуриха, Кульдур (кремний йӳçекĕпе пуян азотлă термăсем), Кавказри Минераллă Шывсем (кăмрăк-йӳçеклĕ шывсем), Мацеста курорчĕ (сероводород). Японири геотермаллă çăлкуçсенче онсэнсене вырнаçтарнă.