Кардиохирурги

Coronary artery bypass surgery Image
Икĕ кардиохирург операци тăваççĕ

Кардиохирурги (чĕре-тымар хирургийĕ, АПШра çаплах кардиоторакаллĕ хирурги теçççĕ) — хирургин тата кардиологин чĕре-тымар тытăмĕн патологине пĕтерессипе ĕçлекен талккăшĕ (сыпăкĕ). Тĕслĕхрен, кардиохирурги ЧЧЧ сиплевĕн ăнăçлă, миокард инфаркчĕн аталанăвне чаракан мелĕ шутланать.[1]

Пĕрлехи хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Медицина ăслăхĕн тĕллевĕсенчен пĕрри – чĕре чирĕсене сиплес меслетсене эффективлăрах тăвасси, мĕншĕн тесен çак чирсене пула нумай çын сусăр юлаççĕ, çĕре кĕреççĕ.

Кардиохирурги практикинче çĕнĕ меслетсемпе анлă усă курма пуçлани халиччен сыватайман мильон чирлекенсен пурнăçне тăсма тата ĕçе юрăхлă пулма майсем уçса парать. Хальхи вăхăтра чĕрен клапăн аппаратне лартасси ăнăçлă пулса пырать.

Чĕре хирургине нумай хушă кивĕлле терапи меслĕчĕсемпе сипленĕ хыççăн сиплев учрежденине лекнĕ амак пуснă çынсем ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Çак чирпе аспланакансене чĕрене çав тери кăткăс операци тума сĕнни шиклентерет, мĕншĕн тесен психологи тĕлĕшĕнчен çыншăн чĕре ытти органсенчен çӳллĕрех туйăнать. Вăл юн уçласа куçаракан ахаль насос çеç мар, пурнăç шăпине тытса пыракан орган, И.П.Павлов каланă пек, «сисĕмлĕ чун органĕ».

Чирлĕ çыннăн психикине операци умĕнхи тапхăрти кардиохирурги лару-тăрăвĕ хăйĕн пулăмĕпе экстремаллă пулнă май япăх витĕм кÿрет. Сурана каснă хыççăн чирлисен кăмăл-туйăмĕ улшăнать. Çакă кардиохирургин хăйне евĕрлĕхĕпе, организма лартнă протез ĕçлеме пуçланипе çыхăннă.

Чĕрене клапăнсем лартнă хыççăн психологи тĕлĕшĕнчен ытларахăшĕн ятарлă симптомокомплекс пуçланать. Ăслăхра ăна Скумин синдромĕ теççĕ[2].

Тĕнчери паллă кардиохирургсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă совет тата раççей кардиохирургĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]