Мусăк журналистики (акăл.Music journalism) — мусăк-литература ĕçлевлĕхнне реализациленин форми. Килтерĕшле мусăк пĕлĕвĕн тытăмне кĕрет. Мусăк журналистики хаклав шучĕпе тата çутлăх, популяризаци, пропаганда, публицистика тĕллевĕсемпе пулса пырать[1].
Периодикăри пичет тĕплениччен, мусăк критики философиллĕ трактатсенче çеç пулнă: XVIII ĕмĕрте кăна мусăк критики уйрăммăн ĕçлев сфери евĕр йĕркеленнĕ, мусăк критикинчи шухăшсене тата мусăк сутĕçне журналистика меслечĕсемпе анализ тума тытăннă.
«Джокер» (1992-па тухать) — «кино пăхакансен тата мусăк итлекенсен хаçачĕ»; «Вечерний клуб» çуменчи уйрăм кăларăмĕ (1997-2008 — вырсарникунхи «Московский комсомолец»).
«Музыкальная правда» — «Московская правда» çумĕнчи уйрăм кăларăм (унченхи ячĕ — «Музобоз»). Деклараци: «харкашусене, мусăка, видео, театр тата кирек епле кино юратакан лайăх хаçат». Пĕрремĕш «Кĕмĕл калуш» лауреачĕ/ «чи çемçе хаçат».