Реализм — (кайри лат. reālis «чăн пурри», лат. rēs «япала») — хăй умне пурнăç чăнлăхне пурнăçри пек формăсемпех (мĕнле курăнать, илтĕнет, сĕртĕнĕнет тата ытти майсемпе туйăнать, çавăн пек) сăнарласа кăтартас тĕл лартнă илемлĕх юхăмĕ[1].
Кĕскен каласан, XIX- мĕш ĕмĕрĕн 2- мĕш çурринчи ÿнерти позитивизма реализм юхăмĕ тесе калаççĕ. «Реализм» тенĕ ятпа пĕрремĕш хут XIX- мĕш ĕмĕрти 50- мĕш çулсенче франц çыравлăх тишкерÿçи Ж. Шанфлёри романтизм тата академизм юхăмĕсене хирĕç пыракан ÿнер юхăмне палăртма усă курнă.
Реализм тапхăрĕ романтизм хыçăнти тата символизм умĕнчи вăхăта йышăннă. Ӳнерти реализм япаласене чăн пурнăçри пек тĕрĕс, суясăр тата тĕрĕс мар илем конвенцисемсĕр, экзотикаллă тата çутçанталăкра çук япаласăр сăнарлама тăрăшнă.
Сăрă-ÿнер ĕçĕнчи реализма, çав мелпе Барбизон шкулӗн ÿнерçисем (Теодор Руссо, Жан-Франсуа Милле, Жюль Бретон) унчченех ĕçленĕ пулин те, 1855 çулта Парижра хăйĕн харпăр ĕçĕсен «Реализм пÿлĕмĕ» куравнĕ уçнă франц ÿнерçи Гюстав Курбе (1819-1877) ячĕпе çыхăнтараççĕ
1870-мĕш çулсенче реализм икĕ тĕп юхăма — натурализмпа импрессионизма пайланса кайнă.
Реализм Викиампарта? |