Политика — Портал:Политика |
Раççей |
![]() Çак статья — |
Политика системи |
|
Федераци Канашĕ — Федераци Пухăвĕн (Раççей парламенчĕн) аслă палати, Конституципе килĕшӳллĕ, кашни РФ субъекчĕнчен 2 элчĕ — пĕрне элчĕллĕ, теприне патшалăх влаçĕн ĕçтăвакан органĕнчен.
2002 çулхи çĕртме, 28 РФ Федераци Канашне Европа сеначĕсен ассоциацине (акăл. Association of European Senates) илнĕ. Çакна пĕрлĕ сасăпа ассоциаци тĕлпувĕнче, Словенире йышăннă. Ассоциаци шутне пĕр тан права никĕсĕпе патшалăхсен парламĕнчĕсен аслă палатисен элчисем — Европа Перлĕхĕн пайташĕсепе кандидачĕсем кĕреççĕ.[1]
Раççей Федераци Конституцин 102 статьипе килĕшӳллĕ Федераци Канашĕн полномочи шутне кĕреççĕ:
РФ 1993 çулхи Конституцин куçăмлă положенинче кăтартнипе, ФК пĕрремĕш чĕнĕвĕн йышне икĕ çуллăха икĕ мандат тăрăх гражданĕсем суйланă, каярах ФК йĕркелес йĕркене уйрăм саккунпа тĕплентермелле пулнă.
ФК суйлавĕ 1993 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче иртет. ФК 1994 çулхи кăрлач, 11 пуçласа 1996 çулхи кăрлач, 15 çитиччен ĕçленĕ.
Путин Президентăн реформипе кĕпернетĕрсемпе саккунтăвакан влаçĕн пуçлăхĕсене сĕнсе лартнă элчĕсем шутланаççĕ, вĕсем пĕрмаях професси никĕсĕпе Федераци Канашĕнче (кун чухне вĕсенчен пĕррине кĕпернетĕр, иккĕмĕшне — регионăн саккунтăвакан орган).
Регионсен ĕçтăвакан влаçĕн пуçлăхĕсем çапла вара хăй тĕллĕ тĕп хулара хăйсен интересĕсене хӳтĕлеме тата федераци шайĕнче парти тата политика ĕçлĕхĕнче пултараймасть. «Компенсаци» вырăнне регионсен ертӳçĕсем валли конституци статусĕсĕр канашлу органне — Патшалăх канашне туса параççĕ, Мускавра вĕсем тапхăррăн президентпа пуçтарăнса патшалăхăн кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене сӳтсе яваççĕ.
Федерацин виççĕмĕш Канашне пĕтĕмпех 2002 çулхи кăрлач, 1 тĕлне вĕçĕмсĕр вăхăта йĕркеленĕ, вăл пĕтĕмпех çĕнелнĕ йышĕпе 2002 çулхи кăрлач, 16 пуçласа ĕçлет. Палата регламенчĕпе тытăмлăхне 2002 çулхи кăрлач, 30 урăхлатаççĕ.
Председатель — Миронов Сергей Михайлович (2001 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче суйланă — Федераци Канашĕн 359-СФ №-лĕ йышăнăвĕ, ĕç вырăнĕнчен 2003 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче хăтарнă — ФК 5-СФ №-лĕ йышăнăвĕ, 2003 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче суйланă — 7-СФ йышăнăвĕ, ĕçрен хăтарнă 2007 çулхи пушăн 30-мĕшĕнче — 106-СФ йышăнăвĕ, 2007 çулхи пушăн 30-мĕшĕнче суйланă — 107-СФ №-лĕ йышăнăвĕ), Санкт-Петербургăн Саккун тăвакан Пухăвĕн элчи.
Федераци Канашĕн аппарачĕ Федераци Канашĕн конституци тытăмĕсен ĕçлĕхне пĕрмаях тытса пырать.
Федераци Канашĕн аппарат ертӳçисем: