Херес - ( исп.Jerez, анкăл Sherry ) - вăтам хаярлатнă испан шурă эрехĕ. Чăн хересе Херес тăрăхĕнче — Кăнтăр Испанири Андалузи провинцинче — тăваççĕ.
Херес тăрăхĕнче 11 пин гектар çĕр çинче (2006 çул) иçĕм ӳсет. Херес эрехне тума ирĕк панă шурă иçĕм сорчĕсем: Паломино (90 %), Педро Хименес, Москатель (Мускат), Видуэньо, Перруно, Мантуо.
Иçĕм çырлине авăн уйăхĕнче пуçтарма тытăнаççĕ. Кун пирки алхас уявĕ иртет - "Фиеста-де-ла-Бендимия".
XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче филлоксера эпифитотийĕ умĕн хересе тумашкăн иçĕм çырлин нумай сортне янă; 1868 çулта çак йыша 42 сорта кĕртнĕ[1].
Анлăрах сарăлнă сортсем:
Хальхи вăхăтра хересе иçĕмĕн виçĕ сортĕнчен кăна тăваççĕ: Palomino Fino (мĕнпур продукцин 95 %), Pedro Ximenez тата Moscatel Fino[2].
Эрехе тумашкăн пиçсе çитнĕ иçĕм çырли кирлĕ, çавăнпа та пайăн-пайăн, темиçе хутчен пуçтараççĕ. Хересĕн пылак сорчĕсене иçĕме таптаса çăрас умĕн ытларах чухне хулăмран тунă матсем çине хураççĕ те Хĕвел çинче икĕ эрне вырттараççĕ. Çакăн хыççăн иçĕме пăчăртаса илеççĕ.
Компани | Никĕсленĕ, çул | Хула |
---|---|---|
Gonzales Bayass SA | 1783 | Херес-де-ла-Фронтера |
William & Humbert | 1877 | Херес-де-ла-Фронтера |
Bodegas Osborn SA | 1772 | Санта-Мария |
Antonio Barbadillo | 1821 | Санлукар-де-Баррамеда |
Pedro Domecq | 1730 | Херес-де-ла-Фронтера |
Garvey тата Valdivia | 1780 | Кадис |
Croft Jerez | Херес-де-ла-Фронтера | |
Grupo Estevez тата Valdespino | Хеоес-де-ла-Фронтера |
Хересе аперитив коктейлĕсене тунă çĕрте ускураççĕ. Хутăштарса хатĕрленĕ ĕçмесене ытларах водкăпа, джинпе, вискипе пĕрле ĕçеççĕ. Кирлĕ чухне херес вырăнне шурă типĕ вермут та каять.
Алкоголлĕ ĕçмесем |
|
---|---|
Питĕ хаяррисем, 66—96 % | |
Хаяррисем, 31—65 % |
Авамори • Аквавит • Арак • Арманьяк • Бальзам • Бехеровка • Боровичка • Бренди • Бумбо • Бурбон • Буха • Виски • Водка • Граппа • Джин • Дивин • Егермайстер • Зубровка • Кальвадос • Киршвассер • Коньяк • Маотай • Мескаль • Метакса • Настойка • Палинка • Писко • Полугар • Раки • Ром • Самбука • Аншарли • Сливовица • Текила • Узо • Чача • Шнапс |
Вăтаммисем, 9—30 % | |
Хаярмаррисем, 1,5—8 % |