USS Langley (CV-1)

Шаблон:Вăрçă карапĕ (ракета-артиллери)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Энтерпрайз пăхăр.

USS Enterprise (CVN-65) («Энтерпрайз») — АПШ авиаци карапĕ, пĕрремĕш йĕтре хăвачĕн хатĕрĕпе куçакан карап. 1961 çулта хута янă.

Конструкци

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хăшпĕр карапсемпе çуртсен пысăккăшĕпе танлаштарни:
 Queen Mary 2, 345 м
 USS Enterprise, 342 м
 Гинденбург, 245 м
 Ямато, 263 м
 Эмпайр-стейт-билдинг, 443 м
 Knock Nevis, 458 м
 Пентагон, 431 м

1957 çулхи чӳкĕн 15-мĕшĕнче Newport News Shipbuilding верфĕнче тума тытăннă. 1960 çулхи авăнăн 24-мĕшĕнче шыва антарнă[1].

1962 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче пĕрремĕш хут хăй тĕллĕн тинĕсе тухнă (командир —капитан Винсент ДеПо).

Çапăçу хутшăнăвне пĕрремĕш хут авианосец Кариб кризисĕнче кĕнĕ — АПШ Иккĕмĕш флочĕ шутĕнче Кубăна хупăрласа тăрав операцие хутшăннă.

Кайран темиçĕ çул хушши Вăтаçĕр тинĕсĕнче вахтăра тăнă. 1964 çулхи утăн 31-мĕшĕнче Гибралтартан «Пĕрремĕш операци пĕрлешĕвĕ» (пĕрлешĕвĕн мĕнпур карапĕ те атом хăвачĕпе ĕçленĕ) — «Энтерпрайз», «Лонг Бич» крейсер тата «Бэйнбридж» УРО фрегачĕ— тухса кайнă. Тĕнчери пĕрремĕш пĕтĕмпех атомлă эскадрăн Çĕр тавра çаврăнса килме хушнă. Юпан 3-мĕшĕнче «Тинĕс орбити» харçă ăнăçлă вĕçленнĕ.

1965 çултанпа «Энтерпрайза» Çиччĕмĕш флочĕ шутне кĕртнĕ те Кăнтăр-Тухăç Азие янă. Вьетнам вăрçине хутшăннă. Çак карап çинчен талăкра чи нумай (165 !) çапăçав вĕçевне тунă.

1969 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче карапа катастрофа пырса çапнă. Вырăнти 8:15 вăхăтра, самолетсен пĕрремĕш ушкăнĕ тӳпене хăпарсан, 127-мм «Zuni» ракета штабелĕ çумĕнче пырса лартнă тягач вырăнтан тапраннă чухне вĕри сывлăшпа пĕр ракети хăй тĕллĕнех вĕçме тытăннă. Вăл штурмовикпа юнашар ларакан топливо бакне тĕрĕнет — палуба çинче çулăм алхасма тытăннă, авиабомбăсем, ракетăсем сирпĕннĕ. 27 çар çынĕ пĕтнĕ, 343 суранланнă, 15 самолёта çухатнă (кашнин хакĕ 5-7 млн доллар). Карапа 6,4 млн доллар чухлĕ сиен кӳнĕ.

80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче модернизаци иртернĕ, SCANFAR радара кăларнă тата реактора тĕплĕн юсанă.

«Энтерпрайз» 1998 çулăн «Пушхир тилли» операцине хастаррăн хутшăннă, çав чухне унăн ушкăнĕнчи карапсем çунатлă тата авиаци ракетисем Ирак территорине ăшаланă. 2001 çулхи кĕркунне «Энтерпрайз» авиаушкăнĕ Афганистанран талибсене хăвалас операцие хутшăннă. Уйăх çурăран карап каллех Перси кӳлмекне таврăннă та Ирак вăрçинчи коалици вăйĕсене сывлăшран пулăшса тăнă.

2011 çулăн пуçламăшĕнче карап Сомали çыранĕ çумĕнче тăнă, тинĕсри пиратсемпе кĕрешнĕ[2].

2012 çулхи пушăн 26-мĕшĕнче «Энтерпрайз», АПШ ТÇВ авиациллĕ ушкăнĕ (ракета крейсерĕ, виççĕ эсминец, тапăнав атомлă шывай кимми, çаплах танкер), Перси кӳлмекне çитес тĕллевпе Вăтаçĕр тинĕсне кĕнĕ[3]; акан 3-мĕшĕнче ушкăн та унта çитет.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Шаблон:АПШ ТÇФ вăрçă хыççăнхи тапхăрта