West Edmonton Mall | |
Ӳкерчĕк:WEM Logo.svg | |
Вырнаçăвĕ | Эдмонтон, Канада |
---|---|
Уçăлнă вăхăт | 1981 — авăн, 15 |
Девелопер | Triple Five Group |
Ертӳçи | Стейси Клэффи |
Харпăрçă | West Edmonton Mall Properties Inc. |
Аренда лаптăкĕ | 350 000 м2 |
Парковка | 20 000 ытла машина вырăнĕ |
Этаж шучĕ | 3 |
Веб-сайт | www.wem.ca |
West Edmonton Mall — Эдмонтон хулинче (Канада) вырнаçнă суту-илӳ центрĕ. Çурçĕр Америкăри чи пысăк, тĕнчере пиллĕккĕмĕш суту-илӳ центрĕ[1]. Суту-илӳ центрне Иранран Канадăна 1959 çулта куçса килнĕ Гермезиан тăвансем йĕркеленĕ[2]. 23 çул тăршшипе (1981 — 2004 çулсенче) вăл тĕнчере чи пысăкки шутланнă[1].
West Edmonton Mall центрăн пĕтĕм лаптăкĕ 570 000 м² пулать[1]. Суту-илӳ центрĕнче 800 ытла лавкка[3], парковкăра 20 000 машинă лартма пулать. Центрта 23 000 çын ĕçлет, çулсерен 28,2 млн сын кĕрсе тухать.
West Edmonton Mall комплекса тăватă черетпе туса пынă. Пĕрремĕш пайĕн (1981 çулта) лаптăкĕ (106 000 м²) 25 га территорие йышăнать. Суту-илӳ центрĕпе пĕрле виçĕ якорлă арендатор — Eaton`s, Sears тата The Bay, çаплах 220 тĕрлĕ лавкка уçăлнă. Пĕрремĕш черетне тума 200 млн канад долларне (малашне — доллар) тăкакланă. Иккĕмĕш черетĕн çурт-йĕрне пĕрремĕшне вĕçленĕ хыççăн икĕ çултан — 1983 çулта туса пĕтернĕ, тăкакĕ 250 млн доллара çитнĕ. Суту-илӳ центрĕн лаптăкĕ 105 000 м² чухлĕ хушăннă, пĕтĕм лавкка шучĕ 460 таран çитнĕ. Виççĕмĕшпе тăваттамĕш черечĕсене 1985 тата 1998 çулсенче вĕçленĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1,2 млрд долларпа танлашнă. Халĕ West Edmonton Mall — виçĕ темăллă урам, 800 ытла лавкка, 110 ресторан, 21 кинотеатр, 9 тĕп аттракционо, аквариум, казино, аквапарк, часавай, 20 000 машинăвырăнлă паркинг[4].
Аквапаркра чи пысăк бассейн: лаптăкĕ 20 000 м², çаплах пӳлĕмре банджи-джампингпа вылямалли чи çӳллĕ лапам пур[5]. Twister ятлă чи çӳллĕ шыв тăвайккин çӳллĕшĕ 25,3 м.
West Edmonton Mall Викиампарта? |
Ӳкерчĕк:Flag Canada template.png | Ку Канада пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Çак статья çине Википедин урăх статьисем куçармаççĕ. Тархасшăн, воспользуйтесь Шаблон:Çыхăнулăх дежурнăйĕ/cgi-bin/go.sh?listby=suggest,title&language=ru&interface=ru&title=West_Edmonton_Mall каласа пулăшнипе усă курса каçăсене йышăннă сĕнӳсемпе килĕшӳллĕ лартăр.
|