Y-хромосома — чылайрахăшĕпе сĕт ĕçекен организмсен, çав шутра çынăн та, ар хромосоми. Унăн шутне ар организмне палăртакан SRY генĕ, çаплах сперматозоид тума кирлĕ генсем кĕреççĕ. SRY генĕ мутациленсен XY генотиплă хĕрарăм организмĕ пулса тăрать (Суайер синдромĕ). Çынăн Y-хромосоми 58 мильон мăшăр азот основанинчен тытăнса тăрать.
Cĕт ĕçекенсен чылайрахăшĕсен клеткисемнче арлă икĕ хромосома — Y-хромосома тата X-хромосома аçасен, икĕ X-хромосома амасен — пур. Хăшпĕр сĕт ĕçкенсен,сăмахран, утконосăн, арлăхĕ пĕр мăшăр ар хромосрмипе мар, пиллĕк мăшăрпа тытăнать.[1]. Кун чухне, утконосăн ар хромосомисем вĕçен кайăксен Z-хромосомипе çывăх,[2] SRY генĕ, ар уйрăмлăхне хутшăнмасть, пулмалла.[3]
Çын популяцинчи хăшпĕр ар çынсен клеткисенче иккĕ X-хромосомăпа пĕр Y-хромосома е пĕр X-хромосомăпа икĕ Y-хромосома (Клайнфельтер синдромĕ) пур; хăшпĕр хĕрарăмсен клеткисенче виççĕ е пĕр X-хромосома (Шерешевскипе Тернер синдромĕ пăхăр) пулать. Хăш чухне SRY ген çĕмĕрĕлет (вара XY хĕр арăм организмĕ пулса каять) е вăл X-хромосомăна куçать (XX ар çын организмĕ пулса тăрать) (çавăн пекех Интерарлăх пăхăр).
Чылай эктотермăллă çурăм шăммилисен арлăх хромосомисем çук. Эхер те вĕсен икĕ арлăх (аçа/ама), арлăхĕ ытларах генетика енчен мар - çутçанталăк хутлăхĕнчен килет. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри, сăмахран рептилисен арлăхĕ инкубаци температуринчен килет; урăххисем гермафродитсем (кашни уйрăм чĕрчунăн аçа, çаплах ама гамечĕсем пур) шутланаççĕ.
Хăйĕн кун-çулĕнче çынăн Y хромосоми 1438 генĕ шутĕнчен 1393 генне çухатнă. Пĕр мильон çулта 4,6 ген çухатса пырса, çынăн Y хромосоми хăйĕн мĕнпур функцине çитес 10 мильон çулта пĕтет[4]. Танлаштаруллă геном анализĕ, çапах та, сĕт ĕçекенсен нумай тĕсĕ çапла хăйсен гетерозиготлă ар хромосомисен функцисене çухатать.
Рекомбинантлă мар пур ар хромосомин дегенераци шăпи пĕрлехи эволюцин 3 вăйĕнчен — питĕ хăварт мутаци, эффективлă мар суйласа илни тата генетика дрейфĕ — килет[5]. Тепĕр енчен, анчахрах çынпа шимпанзен Y-хромосонине танлаштарнипе çынăн Y-хромосоми çынпа шимпанзен 6—7 мильон çул маларах пуçланнă ген дивергенцинче пĕр ген та çухалман[6], çак ĕнтĕ йĕрĕллĕ эксраполяци моделĕ тĕрĕс маррине ăнлантарма пулаять.
Этемĕн Y-хромосоми 58 мильон мăшăр азот тĕплĕхĕнче тытăнса тăрать, ку этем клеткин 2% ДНК-материалĕ пулать.[7] Хромосомăра 86 ген[8], вĕсем 23 белока код лартаççĕ. Y-хромосома урлă куçакан пахалăхсене голандриллисем теççĕ.
Этемĕн Y-хромосоми X-хромосомăпа, теломерăсенчи (вĕсем хромосомăн 5% вăрăммăш пайĕ пулаççĕ) пысăках мар псевдоаутосома пайĕсемсĕр пуçне, рекомбиниленме пултараймасть. Ку X тата Y хромосомăсем хушшинчи авалхи гомологи пайĕсем. Рекомбиниленмен Y-хромосомăн ытларахăшне NRY (акăл. non-recombining region of the Y chromosome) теççĕ.[9] Y-хромосомăн çак пайне пула пĕр нуклеотид полиморфизмне хакласа ашшĕ йĕрĕнчи тӳрĕ предков палăртма пулать.
Çынăн Y-хромосоми 58 мильон мăшăр азот основанинчен тытăнса тăрать, вăл çын клеткин 2% ДНК-материалĕ пулать.[10] Хромосомăра 86 ген[8], вĕсем 23 белока код лартаççĕ. Y-хромосома урлă куçакан пахалăхсене голандриллĕ теççĕ.
Урăх чĕлхе уйрăмĕнче туллирех статья пур Y chromosome(акăлч.) Çак статьяна куçарса эсир проекта пулăшма пултаратăр.
|
Çын хромосомисем |
|
---|---|
Аутосомăсем | |
Ар хромосомисем |
Ку генетикăпа вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |