Кушак — Авалхи Египетра турӑ пек чысланӑ ытти нумай чӗрчунсенчен пӗри. Вӑл тулӑх пурнӑҫпа хӗвел символӗ пулнӑ.
Авалхи Египетра пурӑннӑ кушак йышшисен пӗчӗк тискер кушаксенчен виҫӗ тӗсӗсен пайташӗсем паллӑ.
Египет халӑхӗ ытти чӗрчунсенчен уйрӑмах кушаксене чысланине авалхи вӑхӑтрах грек Геродот сӑнанӑ (п. эрч. 484 — п. эрч.425 ҫулсем патне).
Кушак ҫӑвисем ҫинче пинӗ пинӗпе тупнӑ кушак мумийӗсем, вӗсем Авалхи Египетра юратнӑ чӗрчунсем пулнине кӑтартаҫҫӗ.