Андижан пăлхавĕ

Андижан пăлхавĕ, — Андижан (Узбекистан) хулинче çĕкленнĕ пăлхав. 2005 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче пуçланнă.

Пăлхава пуçарса яракаĕсем Акрамия тĕн юхăмĕ пулнă. 2005 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче вĕсем Андижан хулинчи тĕрмене тытса илсе хăйсен юлташĕсене ирĕке кăларнă. Вĕсен ĕçĕ питĕ хăвăрт правительствăна хирĕç пăлхав тарин улшăннă. Çынсем пухăнса правительствăна хăй вырăнне пушатма ыйта пуçланă.

Узбекистан правительстви пăлхав сарăлса ан кайтăр тесе çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче пăлхавçăсене хирĕç ШĔМпе çар çыннисене кăларнă. Вĕсем пăлхава пăшалпа персе пĕтернĕ. Официаллă панă даннăйсем тăрăх пăлхава чарнă вăхăтра 170 çын вилнĕ, 500 патне аманнă. Çын прависене хӳтĕлекен организацисем илсе кăтартакан даннăйсем тăрăх вĕсен шучĕ самай ытла пулнă.

Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Андижанран тарнисем Узбекистанпа Киргизи чикки патĕнче вырнаçнă Кара-Суу хулинче пухăнма пуçланă. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне Киргизипе Узбекистан пĕр-пĕрин хушшинчи чикке уçма калаçса татăлнă. Каярахпа вара тарма тивнĕскерсене ПНО пулăшнипе виççĕмĕш патшалăха, Румынине куçарнă.

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче, ирхине Хура Суу хулари лару-тăру лăпланнă.