Анкепс

А́нкепс (лат. anceps иккĕлле ) — Антика тапхăрĕнчи сăвă теорийĕ тĕлĕшпе усă куракан термин. Сăвă йĕркинчи малтанхи сыпăк вăрăм та, кĕске те пулма пултарнине пĕлтерет[1]. Асăннă тапхăрти чĕлхесенче (авалхи грек, латтынь) сыпăксем вăрăмăш тĕлĕшпе пĕр-пĕринпе оппозицире пулнă, сăвăри ритм та çак пулăм çинче никĕсленнĕ. Паянхи чăваш, вырăс, нимĕç тата ытти нумай-нумай чĕлхесенче кун пек пулăм çук. Вĕсенче динамикăлла пусăм малта тăрать.

"Анкепс" текен термина динамикăллă пусăмлă чĕлхесенчи сăвă тĕлĕшпе майлаштарса усă курасси аталаннă-ши е çук-ши, — ку тĕлĕшпе халлĕхе ним те паллă мар.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Гаспаров М. Л. Очерк истории европейского стиха. — М., 2003.
  • Цисык А. З., Шкурдюк И. А. Античная метрика. — Минск, 2004.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]