|
Арпа́ш — хула евĕр паççулкă, Киров облаçĕнчи Арбаш районĕн центрĕ. Варрипе Шуан юхать.
1765 çулта Раççейĕн анăç кĕпернисенчен куçса килнĕ çынсем Арбажские починки никĕсленĕ, кайран чиркӳ ялĕ пулса тăнă. 1929 çултанпа — район центрĕ. 1956 çулта хула евĕр паçулкă статуса тивĕçнĕ.
Арбаж (Арбаш) сăмах «удмурт чиккине» пĕлтерет.
Йывăçпа ĕçлекен савут. Çăкăр савучĕ. Торф, хăйăр-гравий материалĕсене тата кирпĕч тумалли хĕрлĕ тăма тупăшлаççĕ. Тырă-пулă, йĕтĕн, çĕрулми, пахча çимĕçне ӳстереççĕ. Шултра мăйракаллă выльăха, сысна, сурăх, чăх-кăвакал усраççĕ.
Пурăнан халăх йышĕ, çын | |||||
---|---|---|---|---|---|
1959 | 1970 | 1979 | 1989 | 2002 | 2010[1] |
2286 | 3432 | 4201 | 4927 | 4067 | 3810 |