Астра́л планĕ (грек αστέρι [астери] — «çăлтăр»), çаплах астрал, астрал тĕнчи, çӳхе тĕнче — оккультизмри, эзотерикăри, философири ăнлав, тĕлĕк курнине ăнлантарма хăнăхтарăвĕ енчен каласан, материаллă пурнăçран уйрăммăн тĕнчен (çутçанталăкăн) калăпăшĕ (сийĕ).
«Астрал» ăнлав Çĕнĕ ăру (Нью-эйдж) шухăш-ĕмĕчĕсенче тĕл пулать, çак термина çаплах ĕлĕк алхимире усă курнă. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче — XX ĕмĕрĕн пуçламĕшĕнче термин Теософи пĕлĕвĕпе халăх тăнне кĕрет, унăн уйрăмлăхĕсене Анни Безант тата Чарльз Ледбитер, каярах Алиса Бейли аслăлатнă.
Пĕр енчен, астрал планĕ — Декарт дуализмне анлăлатнă пек пулать, унта çутçанталăкри тĕнче шухăш-ăстăн тĕнчинчен уйрăм шутланать. Дуалилистика позицине нейробиологсем, çаплах ăстăна тĕпчекен чылай философ хыçала хăварнă.
Эманационизм тата эзотерика перспективинче (кусем физикализм парадигмине йышăнмаççĕ), метафизика тата онтологи енчен астрал планне çутçанталăкран маларах пулнă тата ăна пуçарса яракан чăннипех тĕрĕс çут тĕнче пулать.
«Астрал» ăнлавĕ революциченхи вырăс литературинче сиксе тухать, унта ăна чун теççĕ, вăл материаллă кĕлеткен оппозицийĕ пулать[1].
Çак термина фэнтези романĕсенче тата рольсемпе вылянă чухне тĕл пулма пулать. Тĕслĕхрен, «Dungeons & Dragons» кĕнекере астрал планĕ темиçе хутлă çут тĕнчен пĕр планĕ шутланать. Çак планра пурнакан уйрăм существа пур, унăн энергипе усă курса ылханнисем пур. Астрал — «Астрал» фильмĕсен серийĕнче пулнисен тĕп вырăнĕ (акăл. Insidious — каварлă, вăрттăн).
Библин Екклесиаст кĕнекин юлашки, 12-мĕш пайĕнче, çапла çырнă:
Кĕмĕл сăнчăр татăлса кайиччен (хăшпĕр çĕрте "кĕмĕл кантра" - авт.асăр.) , тата ылтăн çыххи татăлса кайиччен, тата çăлкуç патĕнче чӳлмĕк ванса кайиччен, çăл кустăрми йăтăнса аниччен.
Вара унăн вилли, мĕнле пулнă çаплах, çĕре таврăнчĕ; чунĕ хăйне чун панă Турă патне хăпарчĕ