Атеистсене хӗсӗрлени (е атеофоби, антиатеизм) ҫӗр чӑмӑрӗн тӗрлӗ вырӑнӗсенче тата историн тӗрлӗ тапхӑрӗсенче атеистсене вӗсен шухӑшлавӗсем шӗн хӗсӗрлении.
Конституциллӗ демократи ҫӗршывӗсенче атеистсене тивӗҫ-ирӗк енчен хӗсӗрлени сайра тӗл пулать, анчах хӑшпӗр атеистсем, ытларах Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, дискриминацилле саккунсене хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Хӑшпӗр ислам ҫӗршывӗсенче атеистсем дискриминаципе тӗл пулаҫҫӗ, ҫӑв шутра тивӗҫ-ирӗк статусӗ ҫуккипе, е тата вӗсене вӗлерес хӑрушлӑх та пур.