Рашид Бейбутов | |||||||||
Тулли ят | Рашид Меджид оглы Бейбутов | ||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт | 1915 | ||||||||
Çуралнă вырăн | Тифлис, Раççей империйĕ | ||||||||
Вилнĕ вăхăт | 1989 | ||||||||
Вилнĕ вырăн | Мускав, СССР | ||||||||
Профессисем |
XX ĕмĕрти совет юрăçĕ, опера юрăçĕ, актёрĕ | ||||||||
Жанрсем | халăх юррисем, опера | ||||||||
Ушкăнсем | Азербайджан патшалăх концерт ансамблĕ | ||||||||
Парнесем |
|
Раши́д Меджи́д оглы Бейбу́тов (азерб. Rəşid Məcid oğlu Behbudov); (1915, Тифлис, Раççей Империйĕ — 1989, Мускав, СССР) — совет азербайджан эстрада тата опера юрăçĕ (тенор), актёр.
СССР халăх артисчĕ (1959). Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ (1980). иккĕмĕш степеньлĕ Сталин парнин лауреачĕ (1946) тата Азербайджан ССР патшалăх парнин лауреачĕ (1978).
Рашид Бейбутов 1915 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче Тифлисре (халĕ Тбилиси, Грузи) çуралнă. Ашшĕ, Меджид Бейбутов, Шушăра çуралнă паллă халăх юрăçĕ-ханенде пулнă. Амăшĕ, Фируза Векилова, вырăс чĕлхине вĕрентнĕ, çаплах Тифлис клубĕнчи драма кĕтесне ертсе пынă.