Лилиан Бетанкур | |
Liliane Bettencourt | |
![]() | |
Çуралнă чухнехи ят | фр. Liliane Henriette Charlotte Betsy Schueller[1][2] |
---|---|
Чӑн ят | фр. Liliane Bettencourt |
Çуралнă вăхăт | 1922, юпа, 21 |
Çуралнă вырăн | Парис, Франци |
Вилнĕ вăхăт | 2017, авăн, 21 |
Вилнĕ вырăн | Парис, Франци |
Гражданлăх |
![]() |
Пăхăнулăх | |
Ашшĕ | Эжен Шуллер[d][3] |
Амăшĕ | Lua йӑнӑшӗ: expandTemplate: template "ref-und" does not exist. |
Упăшки | Андре Беттанкур[d][3] |
Ачисем | Франсуаза Бетанкур Майерс |
Чыславсемпе парнесем | |
![]() |
Лилиан Бетанкур (1922 çулхи юпа, 21 çуралнă - 2017, авăн, 21) — франс усламçи тата меценачĕ, малтан вăл свет арăслан ами (?) пулнă. Бетанкур — хăйĕн ашшĕ 1909 çулта йĕркеленĕ L'Oréal компанин харпăрçи. Хăйĕн 20 миллиард АПШ доллар пурлăхĕпе тĕнчери чи пуян хĕрарăмсенчен пĕри шутланать[4].
Бетанкур Парижра çуралнă, L’Oréal косметика пысăк компанисенчен пĕрин никĕслевçи Эжен Шуллер çемьинче пĕртен-пĕр ача пулнă. Унăн амăшĕ 1927 çулта, Лилиан ун чухне 5 çулта çеç пулнă, çĕре кĕрет, хĕр ачана ашшĕ, урăх пачах авланмасăр, пăхса çитĕнтерет[5].15 çул тултарсан хĕр ача ашшĕн компанинче вĕренсе ĕçлеме тытăнать[6][7].
1950 çулта вăл 1960-мĕш çулсенче министр пулса ĕçленĕ Андре Бетанкур франци политикне качча тухать. 70-мĕш çулсенче упăшки L’Oréal председателĕн çумĕ пулса тăрать.