Бидзинга (яп. 美人画?) — Японин ÿнер йăлинчи ÿнерте, гравюрара тата ÿкерчĕкре, тĕслĕхрен — йывăç хăмаран касса пичетленĕ укиё-э юхăмĕнче, хĕрарăм илемлĕхне сăнарланин пĕрлешлĕ ячĕ. Çапла вара «бидзинга» тени хальхи вăхăтри ÿнер пултарулăхĕн чĕлхинче те пулма пултарать, классикаллă, яланхи пек, кимоно тăхăннă илемлĕ япон хĕрарăмĕн сăнарне кăтартни пулать.
Пурте тенĕ пек, укиё-э ÿнер ăстисем хăйсен пултарулăхĕнче, ку япон ÿнерĕн чи тĕп вырăнĕсенчен пĕри пулнă май, бидзинга тĕсĕнче ĕçленĕ. Бидзинга тĕсĕнче хайланисен хушшинче япон ÿнерĕн ку калăпăшпа çĕнĕлĕх ăстисене асăнма кирлĕ — Хисикава Моронобу, Китагава Утамаро, Судзуки Харунобу, Тоёхара Тиканобу, Тории Киёнага, Нисикава Сукэнобу, Ито Синсуй, Кацусика Хокусай, Цукиока Ёситоси, Кайгэцудо Андо, Кацусика Ои.