Бор Харальд | ||
Harald August Bohr | ||
Çуралнă вăхăт: | 22 ака 1887 | |
---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Копенгаген, Дани | |
Вилнĕ вăхăт: | 22 кăрлач 1951 | |
Вилнĕ вырăн: | Гентофт, Дани | |
Патшалăх: |
Дани | |
Ĕç вырăнĕ: | Копенгаген политехника институчĕ, Копенгаген университечĕ | |
Альма-матер: | Копенгаген университечĕ | |
Чыславсемпе парнесем |
|
Харальд Август Бор – (22.4.1887, Копенгаген - 22.01.1951 ) - дани математикĕ тата футболисчĕ. Копенгаген политехника институтĕнче тата Копенгаген университетĕнче ĕçленĕ. Бор Нильс физикăн пĕртăванĕ.
Копенгаген университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра "Академикс" футбол командинче вылянă. Олим командине кĕнĕ. 1908-мĕш çулхи Олимп вăййисенче команда финалта çĕç Англи командине выляса яраççĕ. Дани командишен 4 вăйăра вăй виçме тухнă. Францин 2-мĕш командине тухна пĕрремĕш вăйăра Харальд Бор икĕ тупа кĕртнĕ. Дани 9:0 шутпа çĕнтернĕ.
1915-1930-мĕш çулсенче Копенгаген политехника институтĕнче, 1930-мĕш çултан Копенгаген университетĕнче ĕçленĕ.
1943-мĕш çултан, Дание нимеçсем йышаннă вăхăтра икĕ çул хуши Швецинче пурăннă.
Харальд Бор ĕçĕсем функцисен теорипе çыхăннă. Дирихле ярăмĕн теорин хашпер ыйтăвĕсене тишкернĕ, вĕсем патне Чезаро суммланине усă курнă.
1924-1926-мĕш çулсенче ку ĕçсене аталантарса тапхăрла тенĕ пекех функцисен теорине туса лартнă.
Ландау Эдмундпа пĕрле нульсем валеçнине Риман дзета-функцине шутласа кăларнă (Бор-Ландау теореми)