Брезно (словак. Brezno, ним. Bries(en), венг. Breznóbánya) — Словакин варринчи хула, Словаки Рудогорьенчи Грон шывĕ çинче ларать. Хулара 23 пине яхăн çын пурнать.
Брезно хулине пĕрремĕш 1265 çулта Бела IV патша çырăвĕнче «Березун» — шахтёр пурăну вырăнĕ (унта пархатарлă металсене тупăçланă) тесе асăннă. 1380 çулта Брезно хула ирĕкне тухать. XVII ĕмĕрте хула таврашĕнче йывăç касма тытăнаççĕ, Штирирен вăрман касакансем куçса килеççĕ. Юнашар Гронецре металлурги заводне туса лартаççĕ. Çавна пула хула ӳссе пырать. 1650 çулта Фердинанд III хулана патшан ирĕк хули статусне парать.
XIX ĕмĕрте Австри-Венгрире пысăкрах заводсем, шахтăсем уçăлаççĕ, вара Брезношăн тăнăçсăр тапхăр пуçланать, çак лакăм самана XX ĕмĕрĕн варричченех — хула индустри шайне кĕричченех — тăсăлать.