Броньă пуйăсĕ (кĕскен броньăпуйăс, бепу, БП) — Хĕçпăшаллă вăйсен бронетехника танк тата урăх çар ăрачĕсенче çапăç ĕçĕсене чукун çул ярăмĕнче тума кирлĕ броньăланă чукун çул составĕ (пуйăс).
Броньăпуйăссене хĕçпăшаллă хирĕçӳсенче, XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче тата XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче, уйрăмах чукун çул нумай çĕршывсенче усă курнă.
Броньăпуйăс шутне броньăланă локомотив (броньăпăравус е броньăтепловус), «хура» (броньăламан) пăравус, артиллерипе, пулемётсемпе, тӳпе тӳпписемпе хĕçпăшаллантарнă темиçе броньăвакун (броньăланă платформă), 2-4 контроллекен платформă (хӳтĕлекен платформă), хăш чухне — десант лартнă платформă. Хăш чухне платформăсене блиндаж евĕр тăваççĕ, е тăпра тултарнă михĕсемпе бруствер тăваççĕ.
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче нимĕç броньăпуйăсĕсем (Panzerzug) шутне хăш чухне танксем (чехсен е трофее лекнĕ французсен) лартнă пĕр е икĕ платформăпа çӳренĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче броньăпуйăссем тылри кирлĕ объектсене — (пысăк чукун çул кĕперĕсене, вăрçă тата нефте тирпейлекен савутсене) хӳтĕленĕ, çапăçу пыракан зонăсене, çапах та тăшман авиацийĕ тӳперен тапăнма пултарнă. Çакăн пек броньăпуйăс йышне броньăпăравус тата тӳперен хӳтĕлекен хĕçпăшаллă платформăсем кĕнĕ.
Пуйăссен категорисем |
|
---|---|
Черетрисем | Питĕ хăвăрт · Хăвăрт · Хăвăртрах · Премиум-класс · Фирма · Пассажир · Грузовые · Почтă-багаж · Çар · Санитар · Груз-пассажир · Людские · Ускоренные грузовые · Хуçалăх · Вакунсăр локомотивсем |
Черетсĕррисем | Юсакан · Пушар · Юр тасатакан |
Уйрăм майсемпе | |
Кивелнĕ категорисем |