Бургунди ( фр. Bourgogne AOC ) - Францин паллă эрехтăвакан енĕ.
Иçĕм лаптăкĕ 46 000 га.
Бургундири чи паллă та чи паха иçĕм сорчĕсем: Пинă Нуар тата Шардоне. Мĕнпур хаклă та паха эрехе Бургунди енче çак иккĕ сортран тăваççĕ.
Иçĕм тухăçлăхĕ : 60-55 гл/га.
Эрехтăвакан пысăк Бургунди енĕ пиллĕк эрехтăвакан тăрăха пайланать:
Бургунди енче пĕтĕм иçĕм лаптăкне классификаци панă. Чи паха, чи чаплă эрех паракан лаптăксене Гран Крю (Grand Cru) категорие панă. Ку категорипе зз лаптăк. Нумай çул аван эрех паракан лаптăка Премьер Крю ( Premier Cru ) категорие панă. Бургундире ку категориллĕ 622 иçĕм лаптăкĕ.