Вăрçă вăхăчĕ — икĕ патшалăх, патшалăхсен ушкăнĕ, е пĕр патшалăхри политика вăйĕсем (граждан вăрçи) вăрçă тăрăмĕнче тăнă тапхăр.
Вăрçă тăрăмĕ патшалăх влаçĕн аслă органĕ вăрçăпа тухнине пĕлтерни е вăрçă ĕçĕ-хĕлĕ тапраннă самантран пуçланать[1][2].