Вĕлкĕш ути | ||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
1 — Calamagrostis canescens ; 2 — Calamagrostis pseudophragmites; 3 — Calamagrostis epigejos (Хăйăр вĕлкĕш ути) | ||||||||||||
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||
|
||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||
Calamagrostis Шаблон:Ботаниксем | ||||||||||||
|
Вĕлкĕш ути, (лат. Calamagrostis) — пĕрчĕллисен йышне кĕрекен курăксен ăрачĕ.
Брокгаузпа Ефрон энциклпединчен: Хăйăрлă вырăнта анлă сарăлнă нумай çул ӳсекен курăк, пĕрчĕллисен шутне кĕрет. Унта начар çарансене, кĕтӳ çӳрекен вырăнсене, хăйăра витет. Метр таран ӳсет. Выльăх валли начар пахалăхлă апат.
Вĕлкĕш ути ăратĕнче 260 тĕс[1]. Сивĕ тата вăтам зонăсенче сарăлнă. Тропик зонисенчи тусем çинче те ӳсет. Раççейре тата юнашар вырнаçнă патшалăхсенче 50 тĕс яхăн ĕрчет:тăрăхлă çулçăллă вĕлкĕш ути (Calamagrostis lanceolata Roth.) нӳрлĕ улăхсемпе юханшыв çыранĕсенче, Calamagrostis stricta Spr. йӳçĕк торфлă тăпра çинче тата хăмăш вĕлкĕш ути (Calamagrostis silvatica DC.) вăрманпа тĕмсем хушшинче хăйăрлă, акшарлă тата мергеллĕ тăпра çинче, çӳллĕ вĕлкĕш ути (Calamagrostis epigejos) лăслă тата хутăш вăрманта.
Ку ботаникăпа вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |