Вестибю́ль (фр. vestibule, лат. vestibulum) — çурта шала кĕрес умĕн, килекенсене кĕтсе илсе вырнаçтарас тĕлĕше пурнăçлакан пӳлĕм[1].
Авалхи римсен «вестибул» (лат. vestibulum «Вестăна» халалланă) сăмахĕнчен пулса тухнă — килти вучаха сыхлакан ама турăна чысласа туса лартнă ятарлă картише пĕлтерет.
Вестибюль кĕске вăхăта чылай çынна çурта кĕрес/тухас чухне кирлĕ пӳлĕм. Хĕлле вестибюль сивĕнсе каясран вестибюльпе тамбур хушшинче ятарласа тепĕр пӳлĕм - аванвестибюль - тăваççĕ[2].
Паянхи пурнăçра сăмахпа тăтăшах метрополитен вестибюльне - пассажирсем урамран кĕрсен эскалаторпа платформă патне çитес хушăри пӳлĕме - палăртаççĕ[3]. Вестибюльре çаплах касса залĕ пур.
Ку архитектура пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |