Виҫӗ упа

Виҫӗ упа Артур Рэкем ӳкерчӗкӗ, 1918

Виҫӗ упа (акӑлчанла «Ылтӑн ҫӳҫлӗ хӗрача тата виҫӗ упа», вырӑсла «Маша тата виҫӗ упа» вариантсем пур) — тӗнчери нумай чӗлхесем ҫине куҫарнӑ акӑлчан ача юмахӗ. Вырӑсла Лев Толстой каласа панипе паллӑ. Толстйӑн малтанах ятсӑр «пӗр хӗрача» тенӗ пулнӑ. Каярах юмахӑн вырӑс варианчӗн хӗрачине «Маша тата упа» паллӑ вырӑс юмахӗпе контаминаци пулса кайнӑ пирки Маша теме пуҫланӑ.

  • Graham Seal. Goldilocks // Encyclopedia of folk heroes. — US: ABC-CLIO, 2001. — С. 90—92. — ISBN 1576072169.
  • Iona Opie, Peter Opie. The Classic fairy tales (англ.). — UK: Oxford University Press, 1992. — P. 200. — ISBN 0192115596.