Во́льф — Райе çăлтăрĕсем́ — питĕ хĕрӳ температурăллă тата питĕ вăйлă çутатаслă, çаплах спектрĕнчи тĕрлĕ элементсен янкăр эмиссиллĕ йĕрĕсем пуррипе паллă çăлтăрсен тĕсĕ. Çак çăлтăрсем йывăрррисем пулаççĕ, хăйсен эволюцин вĕçĕнчи тапхăрĕсенче орода, анчах та вĕсенче шывамăш пĕтсе çитнĕ пекех, гелий вара чылаях, хăватлă çăлтăр тăвăлĕ тухать. Вĕсем сайра тĕлпулаççĕ, галактикăсен лаптакĕнче вырнаçнă, тăтăшах иккĕн-тăвăр системисене кĕреççĕ. Унсăр пуçнек, çак çăлтăрсем улшăнуллă шутланаççĕ.
Çăлтăрсен класне Шарль Вольф тата Жорж Райе астрономсен ятне панă, вĕсем пĕрремĕш 1867-мĕш çулта асаннă çăлтăрсен спектрĕсенчи уйрăмлăхсене асăрханă.
Вольф — Райе çăлтăрĕсем — ытларахăшĕпе эволюцин кайри тапхăрĕсенчи шывамăш çийĕсĕр, гелийпе пуян (вăл варринче çунса пырать) йывăр çăлтăрсем. Тĕп умлăн-хыçлăнлăхĕнчи хăйсен варринче çителĕклĕ шывамăшне çунтаракан питĕ йывăр çăлтăрсен характеристикисем пĕрех темелле, вĕсене çавăн пекех Вольф — Райе çăлтăрĕсем теççĕ [1][2].
Çăлтăрсен спектрла классификацийĕ |
|
---|---|
Спектрла тĕп классем | |
Спектрла хушма классем | |
Çутатаслăх класĕсем |
Гипергигантсем • Вышкайсăр гигантсем (Сенкеррисем • Саррисем • Хĕрлисем) • Йăмăх гигантсем • Гигантсем (Сенкеррисем • Саррисем • Хĕрлисем) • Субгигантсем • Тĕп умлăн-хыçлăнлăхри çăлтăрсем (карликсем) (O • B • A • F • G (сарă карлик) • K (оранжă карлик) • M (хĕрлĕ карлик)) • Субкарликсем (O • B • Сивлек субкарликсем) • Шурă карликсем |