Вуаль тĕтрелĕхĕ, çаплах Йăлмак тĕтрелĕхĕ е Сĕреке тĕтрелĕхĕ — Акăш çăлтăр капланчăкĕнчи диффуз тĕтрелĕхĕ, питĕ пысăк та кăштах тĕксĕмрех çĕнĕрен çĕнĕн юлашкийĕ. Çăлтăр 5000—8000 çул каялла сирпĕнсе кайнă темелле, çавăнтанпа тĕтрелĕх тӳпен 3 градуса çити облаçе хупласа хунă. Ун патне çитме хушăна 1400 çутă çулталăкĕпе хаклаççĕ. Çак тĕтрелĕхе 1784 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче Уильям Гершель уçнă.
Тĕтрелĕх çав тери пысăк пулнипе унăн пайĕсене уйрăм тĕтрелĕх тесе пайăр ятсем панă.