Вырăслатни (руссификаци) — официаллă влаçсем епле те пулин территорире пурăна халăха вырăслатассине пурнăçа кĕртекен мероприятисен комплексĕ, çаплах çакнашкал хăй процесĕ те — чĕлхе енчен те, культурăпа тĕн енчен те.
Пăхăнакан территорисенче чĕлхе тата историографи енчен вырăслатас политика XIX ӗмӗрте анлăн сарӑлнӑ пулнă тата каярахпа та малалла тӑсӑлнӑ. Тӗрлӗ регионсенче вырăслатасси тӗрлӗрен иртнĕ те, халĕ те иртет, тарăнăшĕпе те, тăсăлнипе те унăн результачĕ те тĕрлĕрен пулать. Польшăна, Финляндие вырăслатни ăнӑҫусӑр пулни те паллă.
Беларуçри районсемпе хуласенче вырăсла калаçса пурăнакан халăхăн пайĕ (2009 çулта çырни)Казахстан 1897—1970 çулсенчи наци йышĕ. Чи пысăкрах этноссем.Крымри пурăнан халăхĕн этнос йышĕ улшăнни.
Вырăс чĕлхипе администрациленĕ, хут ĕçпуçне тунă тата пĕлӳ илнĕ сферăсенче сарни, çав вăхăтрах урăх чĕлхесене усă курма чарни, е вĕсене вырăс графикине куçарни (тĕслĕхрен, валуев циркулярĕ, эмск хутайĕ, литва латиниципе ускурма чарни, кириллизаци) тата ытти мелсемпе сахалрахăш нацисен чĕлхисене аталанма тата ускурма пăрахтарнă[1][2].
Вырăс православине сарни[3]: ют халăхсене тĕне кĕртни, православи автокефалисене пăрахăçлани[4], çак вара халăхсен пурнăçне вырăс календарĕпе, вырăс уявĕсемпе йăлисене тытса пыма хăнăхтарни. Православи рольне тата православи йăлипе пурăннине вырăслатас ĕç-пуçра кирлине Лев Тихомиров палăртнă[5] Тĕслĕхсем: 1839 çулхи Полоц соборĕ — Раççей империнче униатлăха пăрахăçлани, 1946 çулхи Львов соборĕ — Анăç Украинăри униатлăха пăрахăçлани.
Tuomo Polvinen. Imperial Borderland. Bobrikov and the Attempted Russification of Finland 1898—1904. C. Hurst & Co. Publishers 1995. ISBN 1850652295.
Robert P Geraci. Windows on the East. National and Imperial Identities in Late Tsarist Russia. Ithaca — London 2001. ISBN 080143422X.
Darius Staliunas, Making Russians. Meaning and Practice of Russification in Lithuania and Belarus After 1863. Amsterdam: Rodopi 2007. ISBN 978-90-420-2267-6.
Theodore R. Weeks, Nation and state in late Imperial Russia: nationalism and Russification on the western frontier, 1863—1914. DeKalb: Northern Illinois University Press 1996. ISBN 0-87580-216-8.
Станіслаў Станкевіч. Русіфікацыя беларускае мовы ў БССР і супраціў русіфікацыйнаму працэсу. — Мн.: Навука і тэхніка, 1994. — 79 с.
Щербак, Микола Григорович, Національна політика царизму на Правобережній Україні (друга половина XIX — початок XX століття): навч. посібник // Київський національний ун-т ім. Тараса Шевченка, 1997, 90с. ISBN 5-7763-9036-2.