Гаузе Георгий Францевич

Гаузе Георгий Францевич
Ӳкерчĕк:0014-019-Georgij-Frantsevich-Gauze-1910-1986.jpg
Çуралнă вăхăт: 27 раштав 1910
Çуралнă вырăн: Мускав
Вилнĕ вăхăт: 02 çу 1986
Вилнĕ вырăн: Мускав
Патшалăх:

СССР

Ăслăх сфери: микробиологи, экологи
Альма-матер: Мускав университечĕ
Паллă: экологи никĕслекенсенчен пĕри
Чыславсемпе парнесем


Сталин парни — 1946

Георгий Францевич Гаузе – (27.12.1910, Мускав - 02.05.1986, Мускав) - микробиологи, экологи енĕпе ĕçленĕ ăсчах, медицина ăслăхĕсен академин академикĕ, экологи никĕслевçисенчен пĕри.

Мускаври çĕнĕ антибиотиксене шыракан ăслăх-тĕпчев институтне ([1]0 Гаузе ятне панă.

Мускав университечĕн физика-математика факультечен биологи уйрăмĕнче 1931-мĕш çулта вĕренсе тухнă. 1942 çулччен унтах ĕçленĕ. Биологи ăслахĕсен тухтăрĕ (1935), профессор (1940). 1942-мĕш çултан Нарокмздравăн медицина паразитологин тата тропик медицинин институчĕн антибитиксен лабораторин ертӳçи, 1948-мĕш çултан ССРС МĂА антибитиксен лабораторин ертӳçи.

1960-1986 çç. — ССРС МĂА çĕнĕ антибиотиксене шыракан ăслăх-тĕпчев институчĕн директорĕ.

Пĕлтерĕшле ĕçĕсем протозоологипе тата çĕнĕ антибиотисене тупас тата вĕсен биооги механизăмне тĕпчесси. Экспериментра Вольтерра — Гаузе принципне çирĕплетнĕ.

1942-мĕш çулта, Бражниковăпа пĕрле пĕрремĕш СССР антибиотикне, Граммицидин С тунă. Тата темиçе антибитик тупса тĕпченĕ, ĕçе кĕртнĕ, вĕсем хушшинче полимицин (неомицин), мономицин, ристомицин, гелиомицин тата линкомицин, шыçă хирĕç антибитиксем оливомицин тата рубомицин .

  • Сталин парни (1946, хăйĕн мăшăрĕпе, Мария Георгиевна Бражниковапа перле) грамицидин С уçнăшăн.
  • Польша ăслахĕсен академин пайташĕ(1967), Çĕршывсен хушинчи химитерапевтсен пĕрлешĕв президиумĕн пайташĕ (1959), вице-президенчĕ (1962).
  • Gause G.F. The Struggle for Existence. Baltimore, 1934.
  • Гаузе Г. Ф. Асимметрия протоплазмы. М.-Л.: Изд-во АН СССР, 1940.
  • Гаузе Г. Ф. Лекарственные вещества микробов. М.-Л.: Изд-во АН СССР, 1946.
  • Гаузе Г. Ф. Антибиотики и их лечебное применение.
  • Гаузе Г. Ф. Лекции по антибиотикам. 3-е изд. М.: Изд-во АН СССР, 1958.
  • Гаузе Г. Ф. Экология и некоторые проблемы происхождения видов. / В сб.: Экология и эволюционная теория. Л.: Наука, 1984.
  • Гаузе Г. Ф., Дудник Ю. Ф. Противоопухолевые антибиотики. М.: Медицина, 1987.
  • Гаузе Г. Ф. Борьба за существование. М.-Ижевск, 2002.
  • Галл Я. М. Г. Ф. Гаузе — эколог и эволюционист. СПб.: Альманах, 1997. 160 с.
  • Биологи. Биографический справочник. Киев: Наукова думка, 1984. 816 с.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]