Гиперболоид

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Гиперболоид (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Пĕррелле (пĕр хăвăллă) гиперболоид
Иккĕлле (икĕ хăвăллă) гиперболоид

Гиперболо́ид (ав.гр. ὑπερβολή — гипербола, тата εἶδος — курăм, сăнар) — виçĕ хапаллă уçлăхри хупă мар тата варри пур иккĕмĕш ретри çий, Декартла координатсенче унăн танлăхĕ ак çапла

 (пĕррелле гиперболоид),

кунта a и b — чăн çурма тĕнĕлсем, а c — ытарлă çурма тĕнĕл;

е

 (иккĕлле гиперболоид),

кунта a и b — ытарлă çурма тĕнĕлсем, а c — чăн çурма тĕнĕл[1].

Енчен a = b пулсан, кунашкал çийе çаврăм гиперболоичĕ теççĕ. Çаврăмла тата пĕррелле гиперболоида гиперболăна унăн ытарлă тĕнĕлĕ тавра çавăрса тума пулать, иккĕллине — чăн тĕнĕл тавра çавăрса. Çаврăмла-иккĕлле гиперболоид вăл пăнчăсен геометрилле вырăнĕ (P символпа палартма пулать): уйрăм A тата B пăнчăсенчен лери пăнчă патнелли талккăшсен уйрăмлăхĕ ялан пĕр пек: . Кун пек чухне A тата B гиперболоидăн фокусĕсем пулса тăраççĕ[2].

Пĕррелле гиперболоид икĕ хут линейла çий; енчен те вăл çаврăм гиперболоичĕ пулсан, ăна тӳрĕ йĕре унпа хĕресленекен тепĕр тÿрĕ йĕр тавра çавăрса тума пулать.

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

А. К. Толстойан «Гарин инженер гиперболоичĕ» романĕнче чăннипе гиперболоид тĕлĕшпе мар, параболоид пирки сăмах пырать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]