Гёделĕн туллимарлăх теореми тата Гёделĕн иккĕмĕш теореми — математикăлла логикăн формаллĕ арифметикăн чиккисене палăртакан икĕ теореми; кунтан вара çавах хуть те мĕнле формаллĕ тытăм тĕлĕшпе те тухса тăрать, енчен те леш тытăмра ак çакнашкал арифметикăлла ăнлавсене палăртма май пулсан: натураллă хисеп, 0, 1, хушасси тата хутласси.
Пĕрремĕш теоремăпа килĕшÿллĕн, енчен те формаллĕ арифметика хирĕçÿлĕхсĕр пулсан, унта кăларайми тата хирĕçлейми формула пур.
Иккĕмĕш теоремăпа килĕшÿллĕн, енчен те формаллĕ арифметика хирĕçÿлĕхсĕр пулсан, унта çак арифметикăн хирĕçÿсĕрлĕхне курăмлăн кăтартакан формулăна кăларма май çук.
Икĕ теоремине те Курт Гёдель 1930-мĕш çулта ĕнетернĕ (1931-мĕш çулта кун çути курнă), вĕсем иккĕш те Гильбертăн иккĕмĕш проблемине пырса тивеççĕ (Гильберт проблемисен чапа тухнă йышĕнчен).
![]() |
Ку математикăпа вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |