Дэвид Ревуа | |
Çуралнă вăхăт: | 1981 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Раймс хули, Франци |
Гражданлăх: | Франци |
Дэвид Ревуа (1981 ҫулта Раймсра ҫуралнӑ) — хрантсус ӳнерҫи, ытларах енӗпе Pepper&Carrot тӳлевсӗр веб-комикс ярӑмне ӳкернипе паллӑ, ӑна 90 е ытларах процентпа 27 чӗлхене куҫарнӑ. Хӑйӗн кӗнекисене вӑл Glénat урлӑ пичетленет.
Ревуя малтан картинӑсене пир ҫинче сӑрӑсемпе ӳкернӗ, 2003 ҫултан пуҫласа цифра хатӗрӗсем ҫине куҫма тытӑннӑ, 2009 ҫулсем тӗлнелле ирӗклӗ кодпа ӗҫлекен тӳлевсӗр программӑсем ҫине куҫнӑ.
Ревой хӑйӗн ӗҫӗсен ытларах пайне ирӗклӗ лицензисемпе вырнаҫтарать, ҫакӑ унӑн ӗҫӗсен ремиксӗсене, ҫав шутра коммерциллӗ усӑ курма та, хатӗрлеме май парать. Ҫакна пула Pepper&Carrot евӗр тӗрлӗ хайлавсем самай йышланнӑ, вӗсен шутӗнче анимациллӗ фильмсем те пур, карт вӑййисем, темиҫе видеовӑйӑ, косплейлеме та ирӗклӗ юрать. Ревоя ҫакӑ питӗ кӑмӑла каять, хӑйӗ веб-страницинче те вӗсене час-часах палӑртса тӑрать.
2010 ҫулта «Алиса Тӗлӗнтермӗш тӗнчере» ӳкерчӗкшӗн вӑл CG Choice Award премие тивӗҫнӗ. Унӑн паллӑ ӳкерчӗксенчен пӗри — Иньпе Ян паллӑна евӗрлесе хатӗрленӗ «Пӗтӗм тӗнчери выҫлӑхӑн Инӗпе Янӗ».
Вӑл темиҫе вӗренӳ кӗнеки, сӑрлама вӗрентекен тата хӑйӗн ӗҫне кӑтартакан видеороликсем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех ӗҫӗнче усӑ куракан хатӗрӗсемпе программӑсем пирки каласа панӑ.
Чи малтанах, 18 ҫулхи Ревуа Авиньонра ҫынсен портречӗсене ӳкернӗ. Каярах вӑл традициллӗ мелпе картинӑсем ӳкернӗ, ӳкерчӗксем хатӗрленӗ, концент-арт шухӑшласа кӑларнӑ, ыттисене ӳкерме вӗрентнӗ. 2003 ҫулта пир ҫинче ӳкерме пӑрахса цифра хатӗрӗсемпе усӑ курма пуҫланӑ.
2009–2010 ҫулсенче Дэвид Ревуа кӗске метрлӑ «Синтел» филма ӳкерме пулӑшнӑ, арт-директор пулса ӗҫленӗ. Ку фильма Blender хатӗрленӗ, ҫав вӑхӑтла вӑл ирӗклӗ программа хатӗрӗсемпе усӑ курса ӳкернӗ чи калӑпӑшлӑ проект пулнӑ. Ревуа та унта хавасланса хутшӑннӑ — ирӗклӗ программӑсемпе усӑ курасси ун кӑмӑлне кайнӑ. Каярах вӑл Blender хатӗрлекен тепӗр фильсене те ӳкерме пулӑшнӑ, вӗсен шутӗнче «Хурҫӑ куҫҫулӗ» (акӑл. Tears of Steel, 2012), Тӗнче уҫлӑхӗнчи прачечнӑй (2015).
1. «Синтел» (2010) кӗске метражлӑ фильм валли хатӗрленӗ концепт-арт.
2. Pepper&Carrot валли тунӑ ӳкерчӗк.
3. Хӑйӗн ӗҫне кӑтартакан Ревуа тунӑ видео.
4. Цифрӑлла ӳкерессине халалланӑ «Хаоспа эволюци» уҫӑ киноӑсталӑх лаҫҫи валли хатӗрленӗ 2010 ҫулхи ӗҫ.
5. «Мисси» (2011), анса лармалли латапра тӑракан футуристла самолёт ӳкерчӗкӗ.
6. «Ҫумӑр хыҫҫӑн юлнӑ шӑршӑ» (2023).
7. Пэйвол хушшинче тӑракан Кэррот сӑнар.
8. «Liberapay Lantern» (2017), кунта вӑл хӑйӗн ӗҫӗсене ҫын пулӑшнипе хатӗрленине кӑтартса парасшӑн пулнӑ.
9. «Электронсен донорӗ» (2010), ӑслӑлӑхпа фантастика ӳкерчӗкӗ, Ревуа ӑна Ҫивӗчӗшпе чупакан, Миясаки тата Пиксар ӗҫӗсемпе хавхаланса хатӗрленӗ.
10. «Narcissus & Echo», 2022 ҫулта хӑйӗн 2006 ҫулхи ӗҫне евӗрлесе тунӑ ремикс.
11. «Хӑвӑн шухӑшна ҫуратни» (акӑл. Grow your own ideas, 2013).
12. «СИРӖНПЕ ПӖРЛЕ ПУЛАС КИЛЕТ» (акӑл. MAY I JOIN YOU, 2023).
Ку статьяна Википедин Акӑлчан уйрӑмӗнчи David Revoy статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |