Диагона́ль (грек διαγώνιος; δια- «урлă» + γώνια «кĕтес») — элементарлă геометрире: нумайкĕтеслĕхĕн е нумайхысаклăхăн юнашарла мар тăррисене çыхăнтаракан татăк[1]. Ку термина çавăн пекех тăваткал матрицăсене сăнарлăн çырса кăтартма тата йышсен теорийĕпе графсен теорийĕнче усă кураççĕ.