Жан-Луи-Эрнест Мейссонье | |
![]() Хӑйне ӳкерни | |
![]() |
Жан-Луи-Эрнест Мейссонье́, тата Мейсонье, Месонье (фр. Jean-Louis-Ernest Meissonier; 21 нарӑс 1815, Лион — 31 кӑрлач 1891, Париж) — франци сӑрӑӳнерҫи, скульпторӗ, графикӗ.
Ӳнерҫӗ чухӑн кил-йышра 1815 ҫулта Лион хулинче ҫуралнӑ, питӗ ир ӳнерӗҫне юратса сайра пуларулӑхне кӑтартнӑ. 19 ҫулта Парижа пырса хӑйӗн талантне ӗлӗкхи ӳнерҫӗсен, ытларах голланди ӑстисен ӗҫӗсене Лувр галерейинче пӑхса ӳкерсе аталантарнӑ, тата кӗске вӑхӑт Леон Конье патӗнче вӗреннӗ, анчах та ытларах хӑйне тӗллӗн, ун чухнехи пӗр франц сӑрӑ-ӳнер ӑстирен те сӗм илмесӗр вӗреннӗ. Париж хулаҫумӗнче Пуассире (Ивелин департаменчӗ) вилнӗ, 1846 ҫултан вӑл хула мэрӗ пулнӑ. Питӗ пысӑк хисепре пулнӑ, ҫав шутра ытти ӳнерҫӗсен хушшинче те.