Зека Пагодиньо | |
![]() | |
Тĕп хыпар | |
---|---|
Патшалăх |
![]() |
Профессисем | XX -XXI ĕмĕрсенчи бразил юрăçи, композиторĕ |
Жанрсем | самба, пагоде |
://www.zecapagodinho.com.br |
Зека Пагодиньо (Шаблон:IPA-pt, 1959 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕ, çуралнă чухнехи ят Jessé Gomes da Silva Filho) бразилй юрăçи, композиторĕ, самба тата пагоде жанрĕнче ĕçлет[1]
Рио-де-Жанейро хулин Ирая тулашĕнче çуралнăскер, Зека Пагодиньо халăх самба çаврăнашĕнче ӳснĕ, самба шкулĕнче вĕреннĕ чухне хăй сăвăсене шăрçалама пуçланă.
XX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Рио-де-Жанейрăра кашни юнкун ирткен Зека Блок Касике де Рамос карнавалне хутшăнма тытăннă.
Пĕррехинче, Бет Карвальо самба-юрăçа Зека юрлани питĕ килĕшнĕ, ăна вăл 1983 çулта Camarão Que Onda Dorme Leva композицие çырса хума сĕнет. Çак самантран, Zeca хăйĕн альбомĕсене кăларма пуçлать. Паянкуна унăн 15 диск, вĕсенчен виççĕшĕ DVD çинче. Унăн альбомĕсем çĕр-шывра чи хăвăрт сутăнаканнисен шутĕнче.
Халĕ вăл хăйĕн çемьипе — Mоника Сильва арăмĕпе, Эдуардо, Элис, Луис тата Мария Эдуарда ывăлĕсемпе Тижука районĕнче пурăнать.