Илемлĕх тĕнчи (1898-1924) — 1890-мĕш çулсен вĕçĕнче Раççейре никĕсленнĕ пултарулăх пĕрлешĕвĕ. Çав ятпах 1898-мĕш çултан ушкăнăн пайташĕсем кăларакан журнал тухма пуçланă.
«Илемлĕх тĕнчи» пĕрлешÿне петербург ÿнерçи А. Н. Бенуа тата театр ĕçченĕ С. П. Дягилев никĕсленĕ. Вĕсен тĕлĕ куçса çÿрекен куравсен кивĕлсе пыракан шухăшлавĕсене хирĕç илемлĕхри юхăма çĕнĕ те таса сывлăш кĕртсе ÿнер ĕçне чĕртсе ярасси пулнă.
1898-мĕш çулта А. Л. Штиглиц баронăн тĕп техникаллă ÿкерÿ вĕрентĕшĕн музейĕнче «Вырăс тата финлянд ÿнерçисен куравĕ» ирттерсе пĕрлешÿ хăй çут тĕнчене тухнине янравлăн палăртнă.
Пĕрлешĕвĕн кун-çулĕнчи классикаллă тапхăрĕ 1900-1904-мĕш çулсене лекнĕ — ку вăхăтра ушкăншăн илемлĕхпе шухĕшлавлăх пĕрлĕхлĕ пулни палăртуллă пулса тăнă. Ӳнерçĕсем «Илемлĕх тĕнчи» журналăн ертсе пынă шухăшлавлă куравсем ирттернĕ.
1904-мĕш çул хыççăн пĕрлешÿ ÿссе кайнă пирки пĕрлĕхлĕ шухĕшлавлăхне çухатнă. 1904-1910-мĕш çулсенчех «Илемлĕх тĕнчин» чылай пайташĕсем «Вырăс ÿнерçисен пĕрлешĕвĕ» ушкăна кĕнĕ. 1910-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчи пухура ÿнер ушкăнĕ «Илемлĕх тĕнчи» çĕнĕрен чĕрĕлнĕ (пуçлăхĕ пулма Н. К. Рериха суйласа илнĕ). Революци хыççăн чылай пайташĕсен эмиграцине тухса кайма тивнĕ.
1924 -мĕш çулта пĕрлешÿ саланса кайса пачах пулма пăрахнă.
Илемлĕх тĕнчи Викиампарта? |