Имеон (çавăн пекех- Имаон, Имей тăвĕсем) – Вăтам Азири Гиндукуш, Памир тата Тянь-Шань тăвĕсен пĕрлештернĕ авалхи ячĕ. Çак ту тăрăхне VII ĕмĕрте Анани Ширакаци туса хатĕрленĕ эрменсен „Ашхарацуйц” географи атласĕнче çырса кăтартнă.[1][2]
„Ашхарацуйцра” кăтартнă тăрăх, Гиндукушпа Памир хушшинче пăлхарсем пурăннă. Пăлхарсем Имеон тăвĕсем çинче пурăннине çавăн пекех Агафий Миринейский, Феофилакт Симокатта тата Михаил Сириец хронистсем каланă.[1][3][4][5].
Ту умĕнче, пăлхарсенчен çурçĕрелле, Саксем, Массагетсем, Эфталитсем тата ур. пурăннă
II ĕмĕрти Александри географĕ Птолемей Имай туне Индирен çурçĕрелле кăтартать.[6]. Имав тесе палăртса, çак тусем пирки V ĕмĕрте пурăннă Орозий историк те асăннă, вĕсене вăл Тĕп Азире, Китай çывăхĕнче, вырнаçтарнă.[7]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Азири сăрт-ту тăрăхĕсем | ||
---|---|---|
Алтай | Антиливан | Мăн Арамаçи | Бырранга | Хĕвелтухăç Саян | Гандисышань | Гималай | Гиндукуш | Джугджур | Хĕвеланăç Саян | Имеон | Кавказ | Каракорум | Копетдаг | Куньлунь | Кĕçĕн Арамаçи | Памир | Сихотэ-Алинь | Стан туçи | Тянь-Шань | Урал | Хамар-Дабан | Эльбурс | |