Иони ордерӗ — грек архитектура ордерĕсенчен виҫҫӗшӗнчен пӗри. Ирхи дори ордерӗнчен пайӗсен ҫыхӑнӑвӗн ҫӑмӑллӑхӗпе тата пур пайӗсене илемлетнипе уйӑрӑлса тӑрать. Иони ордерӗ капительне пӗр-пӗрне хирӗҫ вырнаҫтарнӑ волютасемпе капӑрлатнипе уйрӑммӑн тӑрать. Иони ордерӗ антика вӑхӑтӗнче хӳхӗм те яштака, тӗрлӗ илемлӗ пайӗсемпе хитрелетнипе «хӗрарӑм» ордерӗ шутланнӑ.