Ирĕклĕ радикалсем — химире: хăйсен тулашри электронлă йăлхахĕнче пĕрре е темиçе мăшăрсăр электрон пур пĕрчĕсем (молекулăсем)[1].
Кунашкал пĕрчĕсемлĕ япалалăхсем хытă, шĕвек тата газ евĕр пулма пултараççĕ, питĕ сахал (секкундран та сахалрах) е нумай вăхăт (темиçе çул) пурăнаçççĕ. Нейтраллĕ радикалсемсĕр пуçне ион-радикалсем пур. Ирĕклĕ радикалсен парамагнитлă палăрăмсем пур тата вĕсен химилле реакцие кĕрес пултарулăхĕ пысăк[2].
Чăн малтан ирĕклĕ радикал тенине Мозес Гомберг Америка химикĕ уçнă. 1900-мĕш çулта вăл, трифенилметилхлорид çине кĕмĕлпе витĕм кÿрсе, трифенилметил радикалне тупнă. Çав радикал пулнине кура ирĕлчĕк сарă тĕспе сăнарланнă, каярах унтан çав радикал димерĕн шурă кристалĕсем ÿкнĕ[3].
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |