Исмет Йылмаз (1961, раштав, 10 çур.) — турккă политикĕ. 1915 çулăн утă уйăхĕнче вăл Аслă наци пухăвĕн спикерĕ пулса тăнă, 2011-15 çулсенче хӳтĕлев министрĕн постне йышăннă.
Гюрюнре çуралнă. Унтах пуçламăш пĕлӳ илнĕ. 1982 çулта Истампул техника университечĕн бакалавр дипломне тивĕçнĕ. 1987 çулта çав университечĕн юридици факультетенче вĕренсе тухнă. Кайран Пĕтĕм тĕнчери тинĕс университетĕнче магистр степенне илнĕ. Çаплах Мармар университетĕнче политологи магистрĕ пулса тăнă[1].
2007 çулта транспорт министрĕн ĕçĕсене тăваканĕ пулнă[2]. 2011 çулта ăна Сивас провинцин депутачĕ пулма суйланă. Çав çултах ăна хӳтĕлев министрĕ вырăнне лартнă[1][3]. 2015 çулта ăна Аслă наци пухăвĕн спикерĕ пулма суйланă[4].
Авланнă, виççĕ ачана çитĕнтерет.