Кĕсел тесе икĕ тĕрлĕ апат-çимĕçе калаççĕ:
Пĕр-пĕринчен уйăрас тесе, улма çырларна тунине час-часах кĕсел мар, киççел теççĕ.
Улма-çырла кĕселĕсене хатĕрлеме çĕрулми крахмалĕпе усă кураççĕ. Çăра, çурма çăра тата çурма шĕвĕ кĕселсем хатĕрлеççĕ. Çăра кĕселе порци пуçне 12-15 грамм, вăтам çăра кĕселе 8-10 грамм, çурма шĕвĕ кĕселе 4-7 грамм çĕрулми крахмалĕ каять.
Кĕсел хатĕрленĕ чух крахмалпа çапла усă курмалла: çĕрулми крахмалне вĕретсе сивĕтнĕ шывра е çырла сĕткенĕнче, е сивĕ сĕтре ирĕлтермелле, ала витĕр сĕрмелле, кĕсел хатĕрлемелли сĕткене пĕр тикĕс ярса, хăвăрт пăтратмалла. Кĕсел кирлĕ таран çăралса çитсен, çăра кĕселе вăйсăр çунакан вут çинче 5-6 минут вĕретсе илмелле, вăтам çăра кĕселе вĕреме кĕриччен кăна ăшăтмалла. Кĕселе ытлашши ăшăтма юрамасть. Ун пек чух вăл тăсăлма пуçлать, кайран шĕвелме тытăнать.
Кĕселсене сивĕлле, хăй халлĕн тата пудингсемпе запеканкăсем çине ярса параççĕ.