Кавар — пур йĕркене пăсса влаçа хăйсен аллине тытса илес е урăх сăтăр тăвас тĕлпе пĕрле пухăнса йĕркеленĕ вăрттăн тăвас ĕç.
Тĕплĕнрех монархи патшалăхĕсенчи дворецсенчи влаçшăн кĕрешнĕ чухнехи каварсене тĕпченĕ. Çавăн пек каварсем патшалăхри пăтăрмах патне илсе çитереççĕ. Тĕслĕхрен, Екатерина Иккĕмĕш влаçа хăйĕн упăшкине — III Петĕре (вăл кайран иккĕленӳллĕ меллĕ сарăмсăр вилет) — астулран ирĕксĕр пĕрхĕнтерсе кăларнă. Патшалăхри пăтăрмаха саккунлăрах тăвас тесе Екатерина хăйĕн упăшкине намăса кăларма тăрăшнă, ăна пултарусăр тытăмçă пек кăтартнă. Тепĕр ăнăçлă дворецри кавар — I Павăла вĕлерни, çак ирсĕр ĕçе ютçĕр дипломачĕсем тата Александр I астул еткерçи хутшăннă.