Калтун, — тухатмăш, асамçă. /Атăл тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ сăмах/.
Çывăх тухăçри авал пурăннă Халдей халăх ятĕнчен, венгр, грек чĕлхинчи "Холдус" /хăлтă/ сăмахран тухма пултарнă тесе шутлаççĕ /Фасмер словарĕ/. Чăваш сăмахлăхĕнче калтун — пурнăçа пăтратакан, пăсакан, çын çине ылхану яракан. Ку — усал калтун.
Чирлĕ çынна тухату туса, хăлтă пăрахса, вĕсем мĕнле выртнине пăхса ылхану тĕпне-çыххине тупса ăна салатакан. Чирлĕ çынна чиртен çăлакан. Ку — ырă калтун.
Калтунсем хăраса пулнă амак чирĕсенчен, усал сăмах, ылхан урлă пулнă чирсенчен çынна сыватнă.
Халĕ экстрасенсене калтун тесе калаççĕ.
Калтун Викиампарта? |