Карасла тăна — уйрăм карассем валли шăтăксем шăтарса тухнă ăвăсран тунă лаптак. Пыл хурчĕсем хăйсем те карассене пуçласа тума пултараççĕ. Карасла тăна вара — вĕсем валли пулăшу хатĕрĕ. Вĕсене юри унашкал япала туса парсан вĕсем вăй-халне перекетлеççĕ.