Михаил Поликарпович Карпеев | ||||||||||||||||||||||||||||||||||
Ӳкерчĕк:Карпеев Михаил Поликарпович.jpg | ||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çуралнă вырăн | Якимово ялĕ, Шупашкар вулăсĕ, Шупашкар уесĕ, Чăваш АО, РСФСР | |||||||||||||||||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Пăхăнулăх | ССРП | |||||||||||||||||||||||||||||||||
Çар ăрачĕ | СССР СÇВ | |||||||||||||||||||||||||||||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1940—1978 | |||||||||||||||||||||||||||||||||
Хисеп | Шаблон:Полковник (СССР) полковник | |||||||||||||||||||||||||||||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи | |||||||||||||||||||||||||||||||||
Чыславсем тата парнесем |
| |||||||||||||||||||||||||||||||||
Отставкăра | генерал-майор |
Михаил Поликарпович Карпеев (21.11.1922, Якимово ялĕ, Шупашкар вулăсĕ, Шупашкар уесĕ, Чăваш АО[1] — 7.6.2021, Харьков, Украина) — совет вăрçă вĕçевçи, полковник, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Совет Союзĕн Паттăрĕ (1945).
Михаил Карпеев родился 1922 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕнче Якимово ялĕнче (халĕ Шупашкар çĕрĕнче). 1940 çулта 4-мĕш №-лĕ шкулта вунă классра тата аэроклубра вĕренсе тухнă. Юпа уйăхĕнче Карпеева Хĕрлĕ Çара хĕсмете йыхравланă. 1941 çулхи çурла уйăхĕнче Свердловскри вăрçă авиацийĕн вĕçевçĕсен шкулĕнче хăвăрт курсĕнче вĕренсе тухнă. Çав çултах вăрçăна кайнă. Ленинград, Сталинград, Кăнтăр, 4-мĕш Украина тата 3-мĕш Беларуç фрончĕсенче çапăçнă. Ленинград патĕнче çапăçса, 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче йывăррăн аманнă[2].